Паян Чӑваш Енре «Космос открытки» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Акцие Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ Андриян Николаев летчик-космонавт космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине тата чӑваш ятне тӗнчене ҫӗкленӗ енешӗмӗрӗн Шуршӑлти комплексне уҫнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи тата Шупашкарти 3 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи 87 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен 16 ҫулти Арина Кузьмина ӗҫне тӳресем уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Ӑна тӗпе хурса почта открытки хатӗрлӗҫ. Маттур ачана тата лайӑх ӗҫ тесе йышӑннисене паян Шуршӑлти СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗнче чысланӑ.
Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ пултӑран йышланни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Сиенлӗ курӑк ҫул хӗррипе те тем ҫӳллӗш, темӗн чухлӗ ӳсет.
Юлашки кунсенче пултӑранпа кӗрешме пуҫланӑ. Ӑна ятарлӑ техника пулӑшнипе тӗп тӑваҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне Канаш, Йӗпреҫ, Шупашкар, Вӑрнар, Пӑрачкав, Улатӑр, Етӗрне районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑрана пӗтернӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑран ҫыншӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Унӑн сӗткенӗ ӳте лексен пиҫсе каять. Ҫавӑнпах унран хӑтӑлмалла. Ҫитменнине, ҫак курӑк питӗ вӑйлӑ сарӑлать.
Вӑрнар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче хӑйне евӗр мероприяти иртнӗ. Ял халӑхӗ ватӑ юман патне пухӑннӑ, ун тавра вӑйӑ картине тӑрса ӗлӗкхи чӑваш юррисене шӑрантарнӑ.
Ҫӗньялсем ку мероприятие Раҫҫейри экологи ҫулталӑкне халалланӑ. Сӑмах май, ватӑ юман 432 ҫултан кая мар ӳсет. Мероприятие юман чӑвашсемшӗн уйрӑмах хаклӑ йывӑҫ пулнине шута илсе йӗркеленӗ.
Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫак юман Ҫӗньял йӗркеленсе кайичченех ӳснӗ. Ял вара нумаях пулмасть 200 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Йывӑҫ миҫе ҫултине Николай Ефимов палӑртнӑ. Ҫак хисепе юман умне хӑма ҫине ҫырса хунӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пушар алхаснӑ. 40 ҫулти арҫыннӑн хуҫалӑхӗнче йывӑҫ сарай тата 11 тонна утӑ ҫунса кӗлленнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи асӑрханмасӑр пирус туртнӑ, ҫавӑнпа пушар тухнӑ. Ҫитменнине, кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ. Юрать, МЧС ӗҫченӗсем ҫулӑма кӳршисен ҫурчӗ ҫине куҫма паман.
Ҫав кунах Комсомольски районӗнчи пӗр ялта та пушар тухнӑ. 64 ҫулти арҫыннӑн килӗнче электропралука пула ҫулӑм алхаснӑ. Унта сарай ҫуннӑ, 5 тонна ытла утӑ пӗтнӗ.
Китай хӑнисем Чӑваш Енре пулнӑ май ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятисен ӗҫӗпе паллашнӑ. аякран килсе ҫитнӗскерсене тарават чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑш пиллӗн кӗтсе илнӗ, Йӗпреҫ районӗнче вара мороженӑйпа хӑналанӑ.
Китай делегацийӗ Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи сӗт-ҫу тирпейлекен предприятисенче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери сӗт-ҫу савутӗнче, «Волга АЙС» акционерсен обществинче, Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савутӗнче пулнӑ. Предприятисен ертӳҫисем Китай хӑнисене производствӑпа паллаштарнӑ, хӑйне евӗр экскурси те йӗркеленӗ. «Волга АЙС» предприятире туса кӑларакан мороженӑйпа сӑйланӑ. Китай делегацине Чӑваш Енре туса кӑларакан, ҫуллахи шӑрӑхра уйрӑмах сутӑнакан ҫак пылак ҫимӗҫ питех те килӗшнӗ.
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗнчи кадр ыйтӑвне ҫитес ик-виҫ ҫулта татса пама ӗмӗтленеҫҫӗ.
Отрасльти ӗмӗт-шухӑшпа, малашлӑх плансемпе Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче Владимир Викторов министр паллаштарнӑ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑннӑ.
Владимир Викторов кадрсен ыйтӑвне ҫитес 2-3 ҫулта татса парасшӑннине каланӑ. Хальлӗхе алла яхӑн ФАПра специалистсем ҫитмеҫҫӗ. Вӑрнар районӗнче вӑл енчен лару-тӑру уйрӑмах йывӑр. Унта «Мобильлӗ фельдшер» проект ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Вӑл муниципалитетра пуҫламӑш звенори кадр ыйтӑвне татма пулӑшмалла. «Тухтӑрсене турттарма транспорт пур», — тенӗ Владимир Викторов министр.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, нумайӑшӗ шывра чӑмпӑлтатать. Ҫак кунсенче республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын юлташӗсемпе пӗве хӗрринче каннӑ. Хайхискер шыва кӗнӗ те ишсе кайнӑ. Кӑштахран вӑл юлташӗсен куҫӗ умӗнчен ҫухалнӑ. Вӗсем ӑна шыранӑ, анчах усси пулман. Унӑн виллине водолазсем тепӗр кунхине кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр арҫын шывпа чыхӑнса вилнӗ.
Тепӗр инкек Вӑрнар районӗнче пулнӑ. 31 ҫулти арҫын та юлташӗсемпе каннӑ. Каҫхине ушкӑн киле кайма пуҫтарӑнсан тусӗ ҫуккине асӑрханӑ, япалисем ҫыран хӗрринче выртнӑ. Унӑн виллине шывран туртса кӑларнӑ. Вӑл та ӳсӗрле шыва кӗнӗ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 43-ри хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна опекӑна илнӗ ачисене хӗненӗшӗн условлӑ майпа 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха айӑпланӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 12-ри арҫын ачана, 13 ҫулти тата 17-ри хӗрачасене, хӑйне тӑван лекекенскерсене, 4 ҫул хӗнесе пурӑннӑ. Вӑл вӗсене 2002 ҫулта опекӑна илнӗ.
Хӗрарӑм ачасене пиҫҫиххипе, патакпа, вешалкӑпа, бадминтонла вылямалли ракеткӑпа хӗненӗ, пӑрҫа ҫине чӗркуҫлентернӗ, хӗрачасене ҫӳҫрен сӗтӗрнӗ. Йӑлтах – ачасем шкулта япӑх паллӑ илнине, кӑвакал чӗпписене пӑхса ҫитерейменнине пула.
Пӗррехинче хӗнесен кӗҫӗн икӗ ачи велосипед ҫине ларнӑ та килтен тухса тарнӑ. Кӑштахран вӗсене полици тупнӑ. Палӑртмалла: аслӑ хӗрачи Шупашкарта вӗренет.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрнар районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май район ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Уявра вӑрнарсем район историйӗ пирки фотокурав йӗркелесшӗн.
Фотокурава йӗркелемешкӗн ҫынсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Тен, сирӗн ҫемье архивӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчченхи санӳкерчӗсем упранса юлнӑ? Кивӗ урамсем, картишсем предприятисем мӗнлерех пулнине кӑтартсан питӗ аван-ҫке-ха.
Культура, спорт мероприятийӗсенче ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем пур пулсан та илсе пыма ыйтаҫҫӗ. Вӗсене сканерлаҫҫӗ те каялла тавӑрса параҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗксене Вӑрнар район администрацийӗн культура пайне илсе пымалла. Е сканерланӑскере ҫак электронлӑ почтӑпа ярса памалла: vur_culture@cap.ru. Ыйтса пӗлмелли телефон: 2-53-38, 2-53-87.
Вӑрнар район администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ тата строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑ иккен.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче администраци нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туянмашкӑн конкурс ирттерссине пӗлтернӗ. Унта пӗр заявка кӑна килнӗ. Вырӑнти усламҫӑ туса пӗтермен хваттер туянма сӗннӗ. Кирлӗ документсем вырӑнне вӑл техника планне ҫеҫ кӑтартнӑ.
Тӳре-шара вара хутсене алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫнӑ. Анчах хваттере халӗ те туса пӗтермен. Ҫавна май республика хыснине тӑкак кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе Вӑрнар районӗн судне янӑ. Айӑпланакан ҫынсен пурлӑхне арестленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ вилнӗ. | ||
| Осокина Софья Павловна, пир ҫинче ӳкерекен ӳнерҫӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |